Кăсăк калаҫу.


«Çамрăксем сывă пурнăҫ йĕркишĕн!» акцие хутшăнса, Патăрьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта тĕрлĕ мероприятисем иртеҫҫĕ. Улттǎмĕш класра вĕренекенсен, чăваш чĕлхи урокĕнче кĕске калаҫу иртрĕ. Паллах, сывă пурнăҫ йĕркине ҫирĕп тытса пырас тесе тăрăшаҫҫĕ вĕсем. Урокра «Сывǎ пурнǎҫ йĕрки» ятлǎ темǎпа паллашрĕҫ. Сывлǎха упрас тĕллевпе тĕрлĕ енлĕ ĕҫсем пурнǎҫларĕҫ.

Пирĕн «Кăшăл вирусран» сыхланас тесен мĕн тумалла? Ачасене ҫак ыйту кăсăклантарчĕ. Сывлăх пурнăҫра чи кирли, ăна пурте пĕлетпĕр. Апла пулсан хамăра япăх туйсан, пысăк температура пулсан, сăмса тулса ларсан пĕр тăхтаса тăмасăрах тухтăр патне каймаллине ăнланаççĕ ачасем.

«Çамрăксем сывă пурнăҫ йĕркишĕн!» акцие хутшăнса, 6– мĕш класра вĕренекенсем кĕҫĕн класри юлташĕсем патне ҫитсе килме тĕп тĕллев те лартрĕҫ. Вĕсем шăпăрлансене те шăлсене упрас, сывă пурнăҫ йĕркипе пурăнас йĕркепе паллаштарĕҫ.

Сывǎ пулас тесен мĕн тумалла? Спротпа тата шывпа туслǎ пулмалла, уҫǎ сывлǎшра ытларах ҫӳремелле. Шывра ишни сывлǎхшǎн чǎнах та лайǎх. Чирлес мар тесен хĕвел ҫинче пулни те усǎллǎ. Хĕвел пайǎркисем сывлǎша сиенлĕ микробсенчен тасатаҫҫĕ, ҫынна вǎй параҫҫĕ. Сывлǎхшǎн кирлисене пурне те каласа пĕтерес ҫук. Ирхине вǎхǎтра тǎмаллине те, каҫхине вǎхǎтра выртмаллине те тĕпе хучĕҫ ачасем. Апата виҫеллĕ ҫиесси те сывлǎхшǎн пысǎк пĕлтерĕшлĕ. «Сывлǎхшǎн сиенлĕ ĕҫсем тумалла мар!» - тесе вĕҫлерĕҫ паянхи кǎсǎк калаҫǎва улттǎмĕш классем.

Каллина О.А., класс ертÿҫи.