"Тантăш" Республикӑри тата ун тулашӗнчи чӑваш ачисен пурнӑҫне, вӗренӗвне, ӗҫне-хӗлне ҫутатса тӑракан пуян содержаниллӗ, пурне те кӑмӑлне каякан, икӗ чӗлхепе эрнере пӗрре тухса тӑракан пичет кӑларӑмӗ. "Тантӑш" хаҫатра, "Тетте" журналта ӗҫлекен пултаруллӑ Елена Атаманова тата Татьяна Ишмуратова журналистсем паян пирӗн шкулта хӑнара пулчӗҫ. Ачасене хаҫат ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗҫ, хаҫат- журналпа туслӑ пулма хавхалантарса хӑварчӗҫ. Паллах малашне ҫыхӑну тытӑпӑр, ҫырӑнса илӗпӗр, хамӑр ӗҫсене те ярса парӑпӑр.
✍️Тантăш" хаçатăмăр! Эсĕ - шкул ачисен чи çывăх тусĕ. Санăн вулакансен йышĕ çулран çул ӳссех пытăрччĕ, кашни страница ачасен интереслĕ статйи-заметкипе пуян пултăрччĕ!
🌹Хаҫат урлӑ ырра вӗренесчӗ!