
✍️Паян "Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ" акци иртрӗ. Ӑна Иван Яковлевич Яковлев аслӑ Вӗрентекенӗмӗр ҫуралнӑранпа 175 ҫул, Раҫҫейре Вӗрентекенпе ӑс паракан ҫулталӑкне тата Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ.
✍️Акцин тӗп тӗллевӗ — чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшне, сумӗпе хисепне ӳстересси. Кӑҫалхи текста Юхма Мишшин "Ҫутлӑх паттӑрӗ" хайлавӗнчен илнӗ. Текста итлесе ҫырма питӗ кӑмӑллӑ пулчӗ. Пирӗн шкулта вӗренекен ачасем, вӗрентекенсем, ашшӗ- амӑшӗ акцие хаваспах хутшӑнчӗҫ.
#пӗтӗмчӑвашдиктанчӗ