Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министерстви Педагог тата наставник çулне халалланă «Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăхĕн конкурсне пĕтĕмлетрĕ.
Муниципалитет тапхăрĕнче ҫӗнтерме пултарнӑ Дарья Краснова республика тапхăрĕнче те призер пулса тӑчӗ. Паян вӑл шкул линейкинче ялав хӑпартма тивӗҫ пулчӗ. Маттур хӗр пӗрчине малашне те ӑнӑҫу сунатпӑр!