Турханти
пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 9б
-мĕш класра вĕренекенсем А.П.Мересьева
халалласа класс
сехечĕ ирттерчĕç. Класс сехетне
улттăмĕшсем сăвă вуланинчен пуçларĕç.
А.Мересьев çинчен пухнă материалсемпе
паллаштарчĕç.
"Повесть о настоящем человеке" кĕнекене пирĕнтен кашниех вуланă. Анчах мухтавлă Маресьев чăн-чăн летчик, Алексей Петрович Маресьев, пулнине пурте пĕлмеççĕ. Вăл самолет ÿкнĕ хыççăн 18 талăк юр тăрăх шунă, тăм илтерсе 2 урине те çухатнă, анчах каллех вĕçме вĕреннĕ, фашистсене каллех «тустарма» пуçланă.
Алексей Петрович Маресьев - летчик-истребитель. 1916 çулхи çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче Волгоград облаçĕнчи Камышин хулинче рабочи çемйинче çуралнă. Вырăс. Виççĕре чухнех ашшĕсĕр юлнă. 8 класс вĕренсе пĕтерсен ФЗУна кайнă, унта слесарь специальноçне илнĕ. Кайран Мускаври авиаци институтне заявлени панă, анчах институт вырăнне путевкăпа Амур çинчи Комсомольски хулине çĕклеме кайнă. Ĕçленĕ вăхăтрах аэроклубра вĕреннĕ. 1937 çулта çар ретне тăнă. 12-мĕш авиаци погранотрядĕнче служба тивĕçĕсене пурнăçланă.
Пирвайхи çапăçăва 1941 çулхи çурла уйăхĕн 23-мĕшĕнче Кривой Рог патĕнче вĕçсе хăпарнă. Нимĕçсен 1-мĕш самолетне 1942 çул пуçламăшĕнче персе антарнă. 1942 çулхи пуш уйăхĕ вĕçленнĕ тĕле фашистсен тĕп тунă самолечĕсен шутне тăватта çитернĕ. Ака уйăхĕн 4-мĕшĕнче Новгород облаçĕнчи Демянск плацдармĕ çийĕн пулса иртнĕ сывлăшри çапăçура Маресьев самолетне персе лектернĕ. Вăл пăрпа витĕннĕ кÿлĕ çине анса ларас тенĕ, анчах шассине иртерех кăларнине пула самолет хăвăрт ÿкме тытăннă, вăрман çине ÿкнĕ. Маресьев хамăрăннисем патне 18 талăк шунă. Урисене тăм илтернĕ, вĕсене касма тивнĕ. Çапах летчик парăнман.
Госпиталь хыççăн Марьесев Йĕпреç поселокĕнче вырнаçнă вĕçев шкулĕнче вĕçме вĕреннĕ. Нумай çул иртсен, 60-мĕш çулсен вĕçĕнче, Йĕпреç пионерĕсем Маресьевпа çыхăннă, унпа çыру çÿретме тытăннă. Вĕсем фашистсем персе лектернĕ хыççăн вăрмана ÿксен Маресьева çăлнă ачасене те, Вихровпа Малина, вĕçев шкулĕн пуçлăхне А.Ф.Белецкие, Маресьевăн вăрçă вăхăтĕнчи юлташне Совет Союзĕн Геройне А.М.Числова та тупнă.
1985 çулта Йĕпреçсем поселокăн тĕп урамне Совет Союзĕн Геройĕн А.П.Маресьевăн ятне панă, летчика асăнса обелиск лартнă. Йĕпреçри этнографи музейĕнче А.П.Маресьев экспозицийĕ пур, унта мухтавлă летчик, вĕçев шкулĕн историйĕ çинчен каласа паракан документсемпе паллашма пулать.
Отставкăри полковнике А.П.Маресьева икĕ Ленин орденĕпе, Октябрь Революцийĕн, Хĕрлĕ Ялав, I степень Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин орденĕсемпе, икĕ Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав Орденĕпе, Халăхсен туслăхĕн, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсемпе, "Хисеп Палли", III степень "Тăван çĕр-шыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсесмшĕн" орденсемпе, медальсемпе, ют çĕр-шывсен орденĕсемпе наградăланă. Çар чаçĕн хисеплĕ салтакĕ, Амур çинчи Комсомольск, Камышин, Орел хулисен хисеплĕ гражданинĕ пулнă. Хĕвел системин пĕчĕк планетине, общество фондне, çамрăк патриотсен клубĕсене унăн ятне панă. СССР Аслă Канашĕн депутатне суйланнă. "На Курской дуге" кĕнеке /М., 1960/ авторĕ. Вăрçă вăхăтĕнчех Борис Полевойăн "Повесть о настоящем человеке" кĕнеки тухнă, Маресьев унти тĕп сăнарăн прототипĕ пулса тăнă (автор хушаматăн пĕр сас паллине çеç улăштарнă).