Сăвă вулакансен конкурсĕ


Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçисен кунне халалласа, районти хÿтĕлевпе массăллă уйăхлăха тĕпе хурса Кивĕ Ахпÿртри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта сăвă вулакансен конкурсĕ иртрĕ. Конкурсра 5-9 класра вĕренекенсем тупăшрĕç. Кашни конкурсант куракана, жюри членĕсене хăйĕн сăввипе тыткăнларĕ. Пурте маттур, ăмăртăва тăрăшса хатĕрленнĕ. Пĕри тепринчен чуна пырса тивмелле вулама пултарчĕ сăвва. Çапах та жюри членĕсем пуринчен те маттуррисене палăртма пултарчĕç: Каргина Арина (8 класс), Титова Дарья (8 класс), Маркова Диана (9 класс), Осипова Ульяна (5 класс).

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене саламлатпăр, малашне те ăнăçу сунатпăр.