Иван Смирнов- чӑн- чӑн паттăр.

7 класра вĕренекенсем чăваш литература урокĕнче Куçма Турхан çырнă "Пулеметчик Иван Смирнов" ятлă хайлава вуласа тухрĕç. Смирнов пирки автор çапла çырать: "…Унăн кашни сăмахĕ, кашни утăмĕ çак этем çав тери тỹрĕ кăмăллă пулни çинчен калать. Мĕн тери лайăх çын, мĕн тери лайăх командир", - тенĕ боецсем. Ун хыççăн таçта та кайма хатĕр тăнă салтаксем. "Мĕнле çамрăк, мĕн тери тирпейлĕ, хăйне тытма пĕлекен çын", - тенĕ командирсем. Ăна кирек мĕнле ĕç шанма та иккĕленмен. Паттăр ятне тивĕç Иван Смирнов пулеметчик чӑн та Çĕнĕ Сĕнтĕр ялӗнче Чӑваш Республикинче çуралса ӳснӗ. Пин те тӑхӑр çӗр хӗрӗхмӗш çулта Иван Васильевича çара илнĕ. Кĕçех иккĕмĕш тĕнче вăрçи пуçланнă. Вăрçă хирĕнче чӑваш пулемётчикӗ паттăрла кĕрешнĕ, хĕрỹ çапăçура пĕччен юлсан та тăшман çине вут тăкнă. «Чарăнми перекен пулемет нимĕç танкĕ ун çине кĕрсе кайсан çеç шăпланать, танк айĕнче çамрăк каччăн чĕри те тапма чарăнать». Çиччĕмĕшсем паттăрсене яланах асра тытаççĕ.