Тискер вăрçă ан пултăр нихăçан!



Чăваш çыравçисем вăрçă çинчен сахал мар хайлав çырнă. Вĕсене вуласан чун-чĕререн пăлханса каятăн, асап, çухату тÿснĕ сăнарсемпе пĕрле хурланатăн, кулянатăн, йĕретĕн. Çĕр-шыв ирĕкĕшĕн, этем телейĕшĕн пуçне хунă çынсем çинчен, вĕсен юнĕ çĕре ахаль ÿкменни çинчен, тăнăç пурнăçшăн мĕнешкел маттур çынсене çухатма тивни çинчен калаççĕ пире калавсем, новеллăсем…

Халăхпа пĕрле чăваш çыравçисем те тăшмана хирĕç кар тăрса çапăçнă. Вĕсенчен пĕрисем вăрçă хирĕнче выртса юлнă, теприсем чĕрĕ-сывă е сусăрланса таврăннă.

Вăрçă хирĕнче пăшалпа та, перопа та çапăçнă çыравçăсемне аса илес, вĕсен паттăрлăхĕ виçесĕр пысăккине палăртас шутпа Кивĕ Ахпÿртри тĕп шкулта 6-9 класра вĕренекенсемпе вĕсен вĕрентекенĕсем «Тискер вăрçă ан пултăр нихăçан!» ятпа класс тулашĕнчи мероприяти ирттерчĕç. Класс тулашĕнчи ĕç вăхăтĕнче видеоролик, презентаци пăхрĕç, çыравçăсен хайлавĕсене вуласа тишкерчĕç, Мероприяти 9 класра вĕренекен Каргина Арина П.Хусанкайăн «Таня» поэма сыпăкне вуланипе вĕçленчĕ.