Вăрçăпа тыл паттăрĕсене чыс та мухтав!


Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçинчи тата тылри халăхăн паттăрлăхне халалласа, районти хÿтĕлевпе массăллă уйăхлăха тĕпе хурса Кивĕ Ахпÿртри тĕп шкулта сăвă вулакансен конкурсĕ иртрĕ. Конкурсра 1-4, 6-9 класра вĕренекенсем тупăшрĕç. Кашни конкурсант куракана, жюри членĕсене хăйĕн сăввипе тыткăнларĕ. Пурте маттур, ăмăртăва тăрăшса хатĕрленнĕ. Пĕри тепринчен чуна пырса тивмелле вулама пултарчĕ сăвва. Çапах та жюри членĕсем пуринчен те маттуррисене палăртма пултарчĕç. 1-4 классем хушшинче Журавлева С., Осипова А., Карягина А., Кириллова Д. палăрчĕç. 6-9 класра вĕренекенсенчен çак ачасене палăртса хăвармалла: Каргина А., Титова Д., Рубцова О., Салмин Д.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене саламлатпăр, малашне те ăнăçу сунатпăр.